Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Ман ен илемлӗн чечекленчӗ,
Вылярӗ пӗлӗт ҫич тӗспе,
Вара вӑраххӑн хӗлхемленчӗ.
Чӳхенчӗ сывлӑш тар пӑс пек.
Унтан пит кӑмӑллӑн хӑпарчӗ
Вӑрман тӑрне сап-сар хӗвел;
Хӑй ӑшшине ҫӗре вӑл сарчӗ —
Вылярӗ Атӑл, сӑрт, пӗве.
Тӗнче кулать, тӑрать яр уҫӑ,
Лӑп ҫил вӑратрӗ калчана...
Якур мучи, каплех чӳк пуҫӗ,
Ҫӗклерӗ пӗчӗк ачана:
«Янк пӗлӗт, Тура, пӳлӗхсем,
Паян ыр кӑмӑллӑ пулсамӑр,
Чӑн тараватшӑн уҫӑлсамӑр,
Тар сывлӑмпа пӗрӗхтерсе
Ҫӗре халь чӗрӗлӗх антарӑр,
Ял-йыш чун-чӗрине кантарӑр,
Вӑл ан ҫӗтертӗр ӗмӗтне,
Упратӑр пурнӑҫ никӗсне.
Ҫут хӗвел тухӑҫ, янкӑр пӗлӗт,
Ҫак ачана эс халалла.
Вӑл пирӗн сапӑр, ҫутӑ ӗмӗт,
Ята вӑл тӑстӑр малалла».